Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче 74 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх, чӑх-чӗп туса илнӗ. Ку кӑтартӑва Чӑвашстат чӗрӗ выҫепе илсе кӑтартнӑ. Анчах, тӳрех палӑртмалла, кӑтарту, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, самай пӗчӗкленнӗ: 2,3 процент таранах. Унсӑр пуҫне кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ — 0,1, сысна — 16,3, сурӑхсемпе качакасем 0,7 процент чакнӑ. Сысна шучӗ чакни Пӑрачкав районӗнче Африка мурне тупса палӑртнипе ҫыханнӑ-тӑр.
Апла пулин те ырӑ улшӑнусем те пур. Сӑмахран, кӑҫалхи пирвайхи сакӑр уйӑхра республикӑри мӗн пур хуҫалӑхра 309,6 пин тонна сӗт туса илнӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 1,7 процент нумайрах. Ҫавӑн пекех чӑх ҫӑмарти туса илесси 8,3 процент ӳснӗ, пӗтӗмпе 181,9 миллион ҫӑмарта илнӗ. Чӑх-чӗп шучӗ 32,2 процент чухлӗ ӳснӗ.
Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӗне сутнӑ чухне шар курнӑ. Ултавҫӑсем унӑн 39 пин тенкине йӑкӑртнӑ.
Хайхискер пӗр сайтра ӗне сутни пирки пӗлтерӳ лартнӑ. Кӗҫех ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Чулхула облаҫӗнчи фермер хуҫалӑхӗн бухгалтерӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл ӗне туянасшӑн-мӗн.
Арҫынсем калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑ хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Карточка хыҫӗнчи виҫӗ хисепе те каланӑ вӑл.
Каярахпа арҫын банкоматра укҫа тӗрӗсленӗ, счет ҫинче 39 пин тенкӗ курсан ӑна ӗне туянакан куҫарса панӑ тесе шухӑшланӑ. Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, темӗнле йӑнӑш пулнине, квитанци килменнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа сутуҫа укҫана каялла куҫарма ыйтнӑ.
Укҫа куҫарсан хайхискер килекен СМС-ҫырусем мӗне пӗлтернине ӑнланнӑ. Лешӗ унӑн ячӗпе «онлайн-пӳлӗм» тунӑ та вкладри укҫине карточка ҫине куҫарнӑ. Ҫапла майпа сутуҫӑ «бухгалтера» хӑйӗн укҫинех куҫарса панӑ.
Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан Надежда Андреевна авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Никонорова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Надежда Никонорова Ряпино ялӗнче ҫуралнӑ. Унсӑр пуҫне ҫемьере виҫӗ аппӑшӗпе пиччӗшӗ пулнӑ. Хӗрарӑм пурнӑҫне ял хуҫалӑхне халалланӑ. Вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе палӑрса тӑнӑ. Надежда Андреевна хваттерҫӗсем валли апат хатӗрленӗ. Вӗсем ентешӗсене тыр-пул пухса кӗртмешкӗн пулӑшма килнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ял ҫыннисене туйра, ҫынна асӑннӑ чухне апат-ҫимӗҫ пӗҫерме пулӑшнӑ.
Надежда Андреевнӑн икӗ ывӑл тата пӗр хӗр пур. Мария Пятигорскра пурӑнать. Сӑмах май, Надежда Никоноровӑн йӑмӑкӗ те нумай ҫул пурӑнать, вӑл 92 ҫулта.
Паян Улатӑр, Пӑрачкав, Канаш, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел тата Комсомольски районӗсенчи 224 ялта пурӑнакансем ҫутӑсӑр юлнӑ. Электроэнерги нушине Тутарстанри 7 районта та туйса илнӗ. Тавар турттаракан пуйӑс пӗр вырӑнта 11 минутлӑха чарӑнса ларни те паллӑ.
Анчах, Турра шӗкӗр, инкеклӗ лару-тӑру ҫынсене вӑрах вӑхӑт канӑҫсӑрлантарман. Кӗске вӑхӑтлӑх пӑтӑрмах Шупашкарти гидроэлектростанцире пӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ. Яваплисем кӑлтӑка ҫийӗнчех сирнӗ. Ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 52 минутра ҫутӑ пама тытӑннӑ.
Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру самантлӑх сиксе тухнине Чӑваш Ен Элтеперне те пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев паян Мускавра ӗҫлӗ командировкӑра пулин те телефонпа ку ыйтӑва яваплисемпе сӳтсе явнӑ. Кун пирки Элтеперӗн пресс-служби республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтерет.
Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ пултӑран йышланни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Сиенлӗ курӑк ҫул хӗррипе те тем ҫӳллӗш, темӗн чухлӗ ӳсет.
Юлашки кунсенче пултӑранпа кӗрешме пуҫланӑ. Ӑна ятарлӑ техника пулӑшнипе тӗп тӑваҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне Канаш, Йӗпреҫ, Шупашкар, Вӑрнар, Пӑрачкав, Улатӑр, Етӗрне районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑрана пӗтернӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑран ҫыншӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Унӑн сӗткенӗ ӳте лексен пиҫсе каять. Ҫавӑнпах унран хӑтӑлмалла. Ҫитменнине, ҫак курӑк питӗ вӑйлӑ сарӑлать.
Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртмелле. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмеллине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха депутатсене Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче суйлама тивмӗ.
Шупашкарта РФ Патшалӑх Думине депутата Леонид Черкесов суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ юлнӑ вырӑна черетлӗ «халӑх тарҫине» палӑртӗҫ. «Тарҫӑ» пулма хальлӗхе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Владислав Григорьев усламҫӑ, РФКП-рен – Николай Перцев усламҫӑ, РЛДП-тан – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Кристина Алексеева, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫейрен» – юрист бюровӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев, Пенсионерсен партийӗнчен Сергей Зотов техник тата тепӗр виҫӗ кандидат суйлав кӗрешӗвне хӑйсем тӗллӗн тухнӑ: ниҫта та ӗҫлемен Александр Арланов тата икӗ Александр Борисов. Юлашкинче каланисенчен пӗри – электросварщик, тепри ниҫта та ӗҫлемест.
Канаш хулинчи Депутатсен пухӑвне депутата 14 ҫын суйланасшӑн тапаҫланать, Ҫӗнӗ Шупашкара — 11, Улатӑр районне – 5, Канаш районне —10, Пӑрачкав районне — 4, Ҫӗрпӳ районне — 5, Шупашкар районне — 11, Шӑмӑршӑ районне — 10, Етӗрне районне — 16.
Пӑрачкав районӗнчи арҫынна тусӗ путса вилнӗшӗн судпа айӑпланӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи аван уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын 54 ҫулти юлташӗпе Сӑра кимӗ тӗрӗслеме кайнӑ. Кимӗре хӑрушсӑрлӑх япалисем тата ҫӑлав хатӗрӗсем пулман.
Юханшыв варрине ҫитсен кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Хӑй хуҫи ишсе тухма пултарнӑ, тепри вара путса вилнӗ. Унӑн виллине 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ тупнӑ.
Суд ҫак арҫыннӑн ирӗкне 1 ҫул та 2 уйӑхлӑха чикӗленӗ.
Пӑрачкав район пульницине ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗмӗрле районӗнчипе пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, куншӑн пациентсем шар курмӗҫ. Унтан та ытларах — вӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳресси лайӑхланӗ, ҫӗнӗ йышши оборудованипе тӗрӗслӗҫ.
Икӗ пульницӑна пӗрлештерес ыйтӑва ӗнер Пӑрачкав район администрацийӗн ларусен залне пухӑнса сӳтсе явнӑ. Ҫынсем ыйту сахал мар панӑ. Вӗсемпе тӗл пулма кайнӑ республикӑн сывлӑх сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов та, ыттисем те лӑплантарнӑ, пулӑшу пахалӑхӗ чакмассине шантарнӑ.
Тӗп улшӑну Пӑрачкаври пульницӑн тӳри-шарине пырса тивет тенипе килӗшмелле. Сиплев учрежденийӗсене пӗрлештерсен вӗсен йышне чакарӗҫ. Ҫынсене вара малтанхиллех йышӑнассине пӗлтереҫҫӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫумӑр лӳшкессине, ҫил-тӑвӑл алхасассине синоптиксем ӗнер асӑрхаттарни тӳрре килчӗ. Вӑрмар районӗнчи Енӗшпуҫӗнче тата Ичеснер-Атайкассинче паян ирччен ҫутӑсӑр ларнӑ.
Иртнӗ талӑкра пирӗн республикӑра вӑтамран 42 мм ҫумӑр ҫунӑ. Улатӑр тата Канаш хулисенче, Улатӑр, Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче талӑкра уйӑхри чухлӗ (58 миллиметртан пуҫласа 80 мм таран) ҫунӑ.
Паянтан пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗчченех ҫанталӑк начар тӑмалла, инкек-синкек тухас хӑрушлӑх пысӑк. Ӗнер Канаш районӗнчи 11 ялта ҫутӑсӑр юлнӑ, анчах ятарлӑ службӑсем инкеке виҫӗ сехетре пӗтернӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи 97 ҫурт та пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнчи инкеке пӗтерессипе яваплӑ службӑсем паян ирпе те ӗҫленӗ.
Пӑрачкав районӗнче Республика кунӗнче йывӑҫ скульптурӑсем лартнӑ. Ку яла илем кӳнӗ. Анчах ҫак кунсенче икӗ скульптура ҫухалнӑ.
Ӑҫта кайса кӗнӗ-ха вӑл? Пӑрачкавра йывӑҫран кӳлепесем касса кӑларакан ӑстасен хушшинче конкурс иртнӗ. Вӗсенчен кашни 7 пин тенке яхӑн кайса ларнӑ. Пӗри ҫухалнине вырӑнти ҫынсем асӑрханӑ. Евгений Акимовпа Александр Иванов ӑстасен кӳлепи ҫухалнӑ-мӗн. Ӑна тӳрех тупнӑ. «Йытӑ тата кушак» скульптурӑна 55-ри тата 50 ҫулти хӗрарӑмсем вӑрланӑ иккен.
Тепӗр скульптура та «ураланнӑ». Ӑна халӗ те тупайман. Ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |